| 7402 | Ухмах хӗрлӗ юратать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7404 | Ухмах хурапа шурра палламан. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7405 | Ухмах чи малтан ҫын ҫинче ҫитменлӗх шырать, ӑсли хӑй ҫинче. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7406 | Ухмах чиперӗ кама кирлӗ? | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7407 | Ухмах шыракан хӑй ухмах. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7408 | Ухмах этем чул пухнӑ, ӑслӑ этем мул пухнӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7409 | Ухмах юлташ ертиччен пӗчӗкрех чукмар ҫӗкле. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7410 | Ухмаха ӑс кирлех мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7411 | Ухмаха ӑс та пӗр, пӑс та пӗр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7412 | Ухмаха вӗрентесси — вилнӗ ҫынна чӗртесси. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7413 | Ухмаха вӗрентнинчен вӗрентменни вырӑнлӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7414 | Ухмаха ик айкки те тӑвайкки. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7415 | Ухмаха ик тӗнче те пӗр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7416 | Ухмаха кашни кун праҫник. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7417 | Ухмаха курсан йытӑ та улать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7418 | Ухмаха патша та итлеттереймен. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7420 | Ухмаха пуҫӗ ҫине ҫу яр, тикӗт ярать тесе калать тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7419 | Ухмаха пуҫҫапма хушнӑ тет те, тухса пуртӑпа илсе янӑ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7421 | Ухмаха савӑнма нумай кирлӗ мар теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7422 | Ухмаха сут ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7423 | Ухмаха сутӑн илмеҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7424 | Ухмаха ҫын чӗнме ярӑн, ун хыҫӗнчен ҫын ярӑн, ҫын хыҫӗнчен ху кайӑн теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7425 | Ухмаха та Турӑ ҫуратать, ялсеренех салатать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7426 | Ухмаха тавлашса ҫӗнес тесен унран виҫ хут ухмах пулас пулать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7427 | Ухмаха тӑнлантариччен выльӑха часрах тӑнлантарӑн. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7428 | Ухмаха тӗнче тикӗс. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7429 | Ухмаха Турӑ пулӑшать, ӑсли хӑй тӑрӑшать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7430 | Ухмаха Турра кӗлтума хуш, ҫамкине персе ватма та хавас. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7431 | Ухмаха улах тӗс мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7432 | Ухмаха улт арӑм та сахал, ӑслине пӗрре те ҫитет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7433 | Ухмаха хӗрхенекен нумай. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7434 | Ухмаха шӑк ҫусан та ҫумӑр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7435 | Ухмахӑн намӑс ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7436 | Ухмахӑн пӗр ӗҫ теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7437 | Ухмахӑн пӗр сукмак. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7438 | Ухмахӑн пӗр шухӑш, куракӑн пӗр юрӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7439 | Ухмахӑн пӗр юрӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7440 | Ухмахӑн сучӗ хӑйпе пӗрле. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7441 | Ухмахӑн та тути ухмах мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7442 | Ухмахӑн Турри ҫывӑхра теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7443 | Ухмахӑн ука шухӑш, пуянӑн укҫа шухӑш. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7444 | Ухмахӑн ултӑ тӗрле ӑс, улттӑшӗ те хӑйӗн мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7445 | Ухмахӑн хӑй юрриех, ӑна хуть кала, хуть ан кала. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7446 | Ухмахланса ан ҫӳре теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7448 | Ухмахпа вӗҫне-хӗрне тупаймастӑн теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7447 | Ухмахпа ӗҫ тӑвиччен вӗлтӗрен ҫине сысма лар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7449 | Ухмахпа тӗнче тулнӑ теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7450 | Ухмахпа туслӑ пуличчен ӑслипе урлӑ пул тенӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7451 | Ухмахпа ухмах пулса пӗтерейместӗн. | Ӑс — Ухмахлӑх |
| 7452 | Ухмахпа ӳсӗре ҫилленмеҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |